| 251 | Хӗвел тухнӑ чух ҫывӑрмаҫҫӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 252 | Хӗвел тухнӑ чух телей валеҫеҫҫӗ тет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 253 | Хӗвел тухнине курман ҫын тӗнче илемне те курмасть. | Хӗвел — Уйӑх |
| 254 | Хӗвел тухсан уйӑх кирлех мар. | Хӗвел — Уйӑх |
| 255 | Хӗвел умра кулнӑ чух уйӑх пирки хуйхӑ ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 256 | Хӗвел хӗрелет, пит чиперленет, ыраш маланать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 257 | Хӗвел хӗртсе пӑхсан ҫырла та пиҫет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 258 | Хӗвел яланах тухӑҫран тухать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 259 | Хӗвел яраймӑн ху тӗлне. | Хӗвел — Уйӑх |
| 260 | Хӗвеле алпа тытас ҫук, сӑмахпа пире ӗнентерес ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 261 | Хӗвеле курсан кайӑк та юрлать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 262 | Хӗвеле май — хӗнет, хӗвеле хирӗҫ — хивренет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 263 | Хӗвеле пылчӑкпа варалаймӑн. | Хӗвел — Уйӑх |
| 264 | Хӗвеле урлӑ кайнӑ — хӗн курнӑ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 265 | Хӗвеле хӗве хупма ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 266 | Хӗвеле хура пӗлӗт ӗмӗрлӗхе хуплаймӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 267 | Хӗвеле хурал пӳртне хупаймӑн. | Хӗвел — Уйӑх |
| 268 | Хӗвеле хуранпа хупласа хураймӑн. | Хӗвел — Уйӑх |
| 269 | Хӗвеле яраймӑн ху патне. | Хӗвел — Уйӑх |
| 270 | Хӗвелӗ тухман, вутти ҫуннӑ теҫҫӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 271 | Хӗвелӗн те ҫути пбр мар. | Хӗвел — Уйӑх |
| 272 | Хӗвелӗн те тӗксӗм паллӑсем пур. | Хӗвел — Уйӑх |
| 273 | Хӗвелӗн хевти нумай. | Хӗвел — Уйӑх |
| 274 | Хӗвеллӗ чух — ҫӳҫ кӑтра, хӗвел ҫук чух — пуҫ кукша. | Хӗвел — Уйӑх |
| 275 | Хӗвелсӗр ҫутӑ ҫук, савнисӗр пурнӑҫ ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 276 | Хӗвелсӗр Хӗветӗр те, Петӗр те пурнаймасть. | Хӗвел — Уйӑх |
| 277 | Хӗвелсӗр чӗрне те ӳсмест. | Хӗвел — Уйӑх |
| 278 | Хӗвелтен кайран выртса хӗвелтен малтан тӑр. | Хӗвел — Уйӑх |
| 279 | Хӗвелтен ҫӳле пӗр кайӑк та вӗҫмест. | Хӗвел — Уйӑх |
| 280 | Хӗвелтен хӗрӳ пулаймӑн. | Хӗвел — Уйӑх |
| 281 | Хӗветӗрӗн ӗҫӗ пӗтмен тесе хӗвел кӗтсе тӑрас ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 282 | Хӗветӗршӗн анчах хӗвел ҫутатмасть. | Хӗвел — Уйӑх |
| 283 | Хӗветмӗш этем хӗвеле те сивӗтме пултарӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 489 | Хӗлхеме пушарччен сӳнтер, инкеке ҫийӗнче пӗтер. | Вут — Шыв |
| 490 | Хӗм тухать — хӗрех инкек тухать. | Вут — Шыв |
| 491 | Хӗмӗ ҫук пулсан ҫулӑмӗ те пулмасть. | Вут — Шыв |
| 492 | Хӗмрен хӗрӗх яла вут тивнӗ. | Вут — Шыв |
| 362 | Хура ҫӗрте ҫӑккӑр нумай. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 379 | Чул — чунсӑр теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 367 | Чул амипе чул аҫи ҫапӑнсан вут тухать. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 368 | Чул вӑйне тӑват ура вӑй ҫитмен. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 369 | Чул кӗпер урлӑ та сыхланса каҫма хушнӑ. ! | Ҫӗр — Тӳпе |
| 370 | Чул пултӑр та, кирлӗ ҫӗрте пултӑр. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 371 | Чул ҫине ҫӑмарта ӳксен те, чул ҫӑмарта ҫине ӳксен те — пурпӗрех ҫӑмарта ванать. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 373 | Чул ҫуратӑп тесе пуҫа ҫапса ҫурас мар. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 372 | Чул ҫурӑлни ахаль мар. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 374 | Чул та сӑлтавсӑр ҫурӑлмасть. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 375 | Чул та чунлӑ, ҫын пек ӳсет, ҫын пек пӗлет тет. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 386 | Чул татӑкӗн куҫҫульне кураймӑн. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 376 | Чул тукмак чун катнӑ. | Ҫӗр — Тӳпе |